Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куккуксем (Никифоров И.)

Ҫарӑмсан кукринче, кукринче
Шурӑ хурӑн ҫинче, хурӑн ҫинче
Час-часах ик куккук авӑтать
Куккуксен сассипе, тӑлӑхсем йӗрнипе
Шурӑ хурӑн тӑрри авӑнать
Куккуксен сассипе, тӑлӑхсем йӗрнипе
Шурӑ хурӑн тӑрри авӑнать

Пӗр куккук авӑтать, авӑтать
Куҫҫулне тумлатать, тумлатать
Вӑл шырать чӗппине таврара
Вӑл ӑна кӑларман, вӑл ӑна ӑшӑтман
Чӗппи ӳснӗ ун ют йӑвара
Вӑл ӑна кӑларман, вӑл ӑна ӑшӑтман
Чӗппи ӳснӗ ун ют йӑвара

Кӗҫ тепри авӑтать, авӑтать
Ун куҫҫулӗ тумлать, кӗҫ тумлать
Йыхӑрать хӑй патне тӑванне
Юнашар туратра унӑн амӑш ларать
Палламасть ҫав мӗскен амӑшне
Юнашар туратра унӑн амӑш ларать
Палламасть ҫав мӗскен амӑшне

Ҫарӑмсан кукринче, кукринче
Шурӑ хурӑн ҫинче, хурӑн ҫинче
Куккуксем авӑтаҫҫӗ час-часах
Тӑван амӑшӗпе тӑван хӗрӗ пӗрле
Пӗр-пӗрне палламаҫҫӗ ҫаплах
Тӑван амӑшӗпе тӑван хӗрӗ пӗрле
Пӗр-пӗрне палламаҫҫӗ ҫаплах

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Никифоров И.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-03 22:00:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3659 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем